Геннадий Айхи поэт вилнӗренпе кӑҫал 10 ҫул ҫитет. Тӗлӗнсе каймалла пек те, анчах вӑл тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртрӗ те иккен...
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Геннадий Айхин ҫак уйӑхра асӑну кунӗсене ирттерме палӑртса хунӑ.
Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче «Айгиана» кӗнекепе ӳкерчӗк куравӗ ӗҫлӗ. Вӑл вулавӑшра упранакан «Айгиана» фондри пуянлӑхпа паллаштарӗ. «Г. Айхин пултарулӑх эткерлӗхӗ» информаци сехетне те палӑртса хунӑ, поэт пултарулӑхӗн тӗпчевҫисемпе тӗлпулусем йӗркелессине те.
Наци вулавӑшӗнчи курав нарӑсӑн 17-мӗшӗнчен тытӑнса ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Курав залӗ вулавӑшӑн иккӗмӗш хутӗнчи 218-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ. Курав 10 сехетрен 18 сехетчен вырсарни кунсӑр пуҫне кашни кунах ӗҫлӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, республикӑн Наци вулавӑшӗ Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа ҫавра сӗтеле тата Эктор Алос-и-Фонт ӑсчах калӑпланӑ «Чӑваш Республикинчи чӗлхе тӑрӑмне тӗпчени» кӗнеке хӑтлавне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл ҫитес эрнере, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, маларах асӑннӑ вулавӑшра 11 сехетре иртмелле.
Хӑтлавра Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн истори енӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗсӗр Э. Алос-и-Фонтсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗсем А.П. Леонтьев, И.И. Бойко, В.П. Иванов, А.П. Долгова, А.В. Кузнецов, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн деканӗ А.М. Иванова, республикӑн Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ А.С. Егорова, «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн Килӗшӳ канашӗн пайташӗ, Тӑван мар чӗлхесене вӗренмелли «Ӑнӑҫу чӗлхи» шкулӑн коммерци директорӗ А.В. Блинов, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Т.В. Денисова тухса калаҫмалла.
Эктор Алос-и-Фонт ӑсчах, сӑмах май, республикӑн Вӗренӳ институчӗ ирттернӗ «Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсемпе мелсем» семинара та хутшӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ыран, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче икӗ чӗлхелӗх пирки вырӑсла 2 семинар иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Пӗрремӗш семинар 14 сехетре вулавӑшри 1-мӗш хутра акт залӗнче «Икӗ чӗлхелӗх, нумай чӗлхелӗх: кун-ҫулӗпе хальхи вӑхӑт» темӑпа пулмалла. Семинара шкулти вӗрентекенсем валли тесерех палӑртнӑ-мӗн-ха, анчах «кашни интересленекен те хутшӑнма пултарать», — тесе хыпарлать кун пирки семинар йӗркелӳҫисенчен пӗри «Хавал» халӑх пӗрлешӗвӗ. Семинара 23-02-03 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмаллине аса илтереҫҫӗ.
2-мӗш семинар 18 сехетре 2-мӗш хутра чӑваш кӗнеки уйрӑмӗнче «Икчӗлхеллӗ вӗрентӳ: теорире тата пурнӑҫра» темӑпа иртмелле. Унта ҫырӑнмасӑрах кайма юрать.
Аса илтеретпӗр, семинарсене «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхе шкулӗ пулӑшнипе «Хавал» йӗркелет.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Енри Бельман обществи 20 ҫулхине уявлама пухӑннӑ. Республикӑн Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулӑва юхӑмӑн «шурсухалӗсем» те, унпа пӗр шухӑшлисем те пуҫтарӑннӑ.
Олег Улангин ятлӑ ҫын обществӑна епле йӗркелесе яни пирки аса илнӗ, Бельман обществи Чӑваш Енре, Мускавра тата Самарӑра туса ирттерекен ӗҫсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Сӑмах май каласан, ку обществӑна пуҫарса ямашкӑн 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пухӑннӑ чух Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ Николай Федоров, Швецин Раҫҫейри атташи Юхан Эберг тата шведсен делегацийӗ те пулнӑ.
Обществӑн 20 ҫулхи уявне хутшӑннӑ Атнер Хусанкай филолог, искусствовед шведсен поэзине чӑвашла куҫарни пирки каласа кӑтартнӑ. Ку ӗҫе малтанласа Геннадий Айхи поэт тата тӑлмачӑ пуҫарнӑ. К.М. Бельманӑн «Сывлӑха, тӑвансемӗр» кӗнекине 1995-мӗш тата 1999-мӗш ҫулсенче кун ҫути кӑтартнӑ. Харри Мартинсонӑн «Аниара» поэма-ревюне те чӑвашла пичетленӗ. Шведсен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарма Ева Лисина тата Иосиф Дмитриев (Трер) та хутшӑннӑ. 2005 ҫултанпа Иосиф Дмитриев (Трер) Дмитрий Воробьевпа пӗрле пулса куҫарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Чӑваш кӗнеки» центрта тӑван халӑхӑмӑрӑн тата тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн историне тата культурине юратакансен клубӗн черетлӗ занятийӗ иртмелле.
Ку клуба вулавӑшра 2013 ҫулта пуҫарса янӑ. Унӑн тӗллевӗ пирки ӑнланма йывӑр мар: вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансене — историксене, тӗпчевҫӗсене, таврапӗлӳҫӗсене, студентсене, шкул ачисене — пӗрлештерет.
Клуб занятийӗсем кӑсӑклӑ иртнине пӗлтернӗ май унӑн пайташӗсем ҫивӗч тӗрлӗ ыйтӑва хӗрсе сӳтсе явни пирки ӗнентерет республикӑн Культура министерстви.
Черетлӗ заняти ыран 18 сехетре пуҫланмалла. Унта истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы», «Национальное самоопределение чувашского народа в начале XX века: идеологический аспект» кӗнекесен авторӗ Сергей Щербаков 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи наци юхӑмӗн аталанӑвӗ пирки калаҫу пуҫарӗ.
Шӑп та лӑп тепӗр уйӑхран, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Енре пурӑнакан ҫармӑссем пухӑнаҫҫӗ.
Ҫав кун вӗсем пуху ирттересшӗн.
Пуҫтарӑнмалли вырӑна та ҫармӑссем халех палӑртса хунӑ. Вӗсем республикӑн Наци вулавӑшӗнче 18 сехетре пуҫтарӑнасшӑн.
Чӑвашра пурӑнакан ҫармӑссем пухура мари халӑхӗн Йошкар-Олара иртекен Х съездне делегатсем суйламалла. Съезд ака уйӑхӗн 14–16-мӗшӗсенче иртмелле.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫӑсен пухӑвӗ иртнӗ, унта ҫӗнӗ ертӳҫе суйланӑ.
Пухура итлесе ларнӑ Борис Чиндыков ҫыравҫӑ каласа панӑ тӑрӑх мероприятие ертсе пыма Анатолий Кипече шантарнӑ. Чи малтанах Сергей Павлов пухӑннисем умӗнче ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки отчет тунӑ. Ҫавӑн пекех устава улшӑнусем кӗртни ҫинчен те каласа хӑварас пулать. Сӑмахран, енчен те малтан пӗрлӗх ертӳҫине 5 ҫуллӑха суйланӑ пулсан малашне 3 ҫула ҫеҫ суйлама йышӑннӑ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Константин Яковлев тата пӗрлӗхе кӗрекен ҫыравҫӑсем пулнӑ. Арсений Тарасов, Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Юрий Артемьев тата ыттисем ҫыравҫӑсен паянхи лару-тӑрӑвӗ пирки сахал мар тухса калаҫнӑ.
Анлӑ ларура ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Пурӗ 4 кандидата тӑратнӑ. Николай Максимов Геннадий Максимова сӗннӗ. Вӑл влаҫрисемпе те калаҫма пултарать, пӗрлӗх пайташӗсенчен те ҫирӗп ыйтма пултарать тесе хак панӑ. Любовь Фёдорова сӑвӑҫ Валерий Туркая сӗннӗ.
Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре ӳкернӗ пирвайхи фильм юбилей паллӑ тӑвать тата. Вӑл «Волжские бунтари». Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн правишӗн кӗрешнине ҫутатакан фиьма 90 ҫул каялла ӳкернӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Кино ҫулталӑкне халалласа курав уҫнӑ. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш актрисине Тани Юна халалланӑ. Вӑл асӑннӑ фильмра тӗп роле вылянӑ. Чӑвашкинон ытти фильмӗнче те вӑл сӑнарсене калӑпланӑ. Режиссерӗ — унӑн упӑшки Иоаким Максимов-Кошкинский пулнӑ.
Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш фильмӗсем тӗнче стандарчӗсемпе пӗр килнӗ. Шел те, халӗ республикӑри кинематограф ура ҫине тӑрать ҫеҫ.
Тани Юна халалланӑ курав Чӑваш Енри чылай кӗтесре пулнӑ. Халӗ актрисӑн пурнӑҫӗпе шупашкарсем паллашма пултараҫҫӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Тӗп ваттисен канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта темиҫе ыйту сӳтсе яврӗҫ: ваттисен канашӗн ӗҫӗ-хӗлне, йышне, положенине тата ыттине.
Уйрӑммӑн Руслан Сайфутдиновӑн, Олег Николаев депутатӑн доклачӗсене итлерӗҫ. Пухура Элтепер ҫумӗнче йӗркеленӗ Ваттисен канашӗн ӗҫне те сӳтсе яврӗҫ. Хӑшӗ-пӗрин шухӑшӗпе килӗшӳллӗн ҫак икӗ ваттисен канашӗ пӗр-пӗрне нихӑш енчен те ӗҫлеме чӑрмантармӗ. Пухӑннисен шучӗпе влаҫ тытӑмӗ тавра йӗркеленни ытларах экономика ыйтӑвӗсем тавра пуҫ ватӗ. Ҫавах та Виталий Станьял ертсе пыракан Ваттисен канаша те ҫак тӗлӗшпе ӗҫлеме никам та чарманни пирки каларӗҫ. Сахал мар сӑмах ваттисен канашне регистрацилесси пирки пулчӗ. Кун пирки вара шухӑшсем пайланчӗҫ. Пӗрисем регистрациленмеллех тесе пӗлтерчӗҫ пулсан, теприсем регистраци урлӑ тухманни ӗҫлеме нихӑш енчен те чарманни пирки каларӗҫ.
Пуху вӗҫнелле Виталий Станьял Ваттисен канашӗн ертӳҫине улӑштармалли пирки сӑмах хускатрӗ. Хӑй вырӑнне мӗнле те пулин хастар ҫынна тупас килчӗ ун, анчах пухӑннисенчен нихӑшӗ те ҫак йывӑр ҫӗлеме хӑйӗн ҫине илесшӗн пулмарӗ.
Юрист кирлӗ пулсан вулавӑша каймалла.
Ӑслӑ-тӑнлӑ та пултаруллӑ юрист пулӑшӑвне илес тесен кӗсьене самай ҫӳхетмелле. Гражданла тавӑҫ суда шӑрҫалама тӑрсан та специалистсенчен пулӑшу ыйтма тивет, юридици ыйтӑвӗпе уҫӑмлатмалли тупӑнсан та ятарласа вӗреннисен куҫӗнчен пӑхмалла. Тав сӑмахӗшӗн кӑна никам та пулӑшасшӑн мар.
Кӗҫнерникун, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗ черетлӗ хутчен юристсене пухать. Право информацийӗн халӑх центрӗнче уйрӑм ҫынсене юридици пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ.
Раҫҫей юрисчӗсен ассоциацийӗн пайташӗсем Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулура тӳлевсӗрех ӑнлантарӗҫ-пулӑшӗҫ.
Йышӑну вӑхӑчӗ 16 сехетрен 18 сехетчен пырӗ. Юристсем патне вулавӑшри 101-мӗш пӳлӗме пымалла. Малтанласа ҫырӑнмалли телефон номерӗ: 23-02-17 (хушма номер — 128).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |